2019 ҫулта Чӑваш Енре ялсенче вырнаҫнӑ 30 шкулта спортзала юсӗҫ. Ку тӗллевпе федераци хыснинчен - 28,2 миллион тенкӗ, республика хыснинчен 902 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ку ӗҫе муниципалитетсем те тӳпе хывӗҫ.
Улатӑр, Патӑрьел, Элӗк, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Шӑмӑршӑ, Шупашкар, Тӑвай районӗнсенче икшер шкула юсаса ҫӗнетӗҫ. Вӑрнар, Йӗпреҫ, Красноармейски, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Елчӗк тата Вӑрмар районӗсенче пӗрер шкул валли укҫа уйӑрнӑ. Канаш тата Етӗрне районӗсем чи телейлисем – вӗсенче виҫшер спортзал ҫӗнелӗ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енре юлашки 5 ҫулта 150 шкулта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Хальлӗхе вӗренӳ учрежденийӗсен 7 проценчӗ вуҫех те спортзалсӑр.
Чӑваш Енре пурӑнакан тата тепӗр икӗ ҫынна патшалӑх наградипе чысланӑ. Самай пысӑк шайрипе. Орденпа.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарта пурӑнакан Александр Петров ӗҫ ветеранне тата СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерне Валерий Соколова орденпа чыслама йышӑннӑ. 110-мӗш номерлӗ хушӑва вӑл юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Александр Петров ветеран тата Валериан Соколов спортсмен «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата общество ӗҫӗнче хастар пулнишӗн» «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗслӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗ.
Валериан Соколов олимп чемпионӗ икӗ ҫул каялла 70 ҫул тултарнӑччӗ. Вӑл 1946 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинер ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Александр Петров КПСС Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ, ЧАССР Верховнӑй Совечӗн тӑххӑрмӗш тата вуннӑмӗш созывсенчи председателӗ пулнӑ.
Чӑваш Енри ӗҫлӗх центрӗсенче юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 3797 ҫынна ӗҫсӗр тесе шута илнӗ. ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министерстви статистикӑна эрнесерен ҫӗнетсе тӑрать. Патшалӑхӑн органне ӗҫ шыраса пынисен хисепне ӗҫлеме пултараканнисен йышӗпе те танлаштарса пӑхнӑ. Ку цифра — 0,61 процент.
Ӗҫсӗрлӗх шайӗ пӗчӗк муниципалитетсен шутӗнче — Комсомольски районӗ (унта вӑйпиттисенчен 0,21% ӗҫлев центрӗнчен пулӑшу ыйтать), Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ районӗсем (0,22%). Ӗҫсӗрлӗх ҫивӗчлӗхӗ пӗчӗкрех муниципалитетсем —Комсомольски (0,04 единица), Хӗрлӗ Чутай (0,05 единица) тата Улатӑр (0,06 единица).
Тулли мар ӗҫ кунӗпе тӑрӑшакансем те пур. Ун пеккисене пирӗн республикӑра 942 ҫынна шута илнӗ.
Вакансисен хисепӗ — 19 пин те 411 единица.
Ӗнер Раҫҫейӗн генеральнӑй прокурорӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканӗн приказӗпе килӗшӳллӗн пирӗн республикӑри Вӑрнар районӗн прокурорне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе юстици канашҫине Евгений Краснова шаннӑ.
Вӑрнар районӗн ҫӗнӗ прокурорӗ 1980 ҫулта Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. 1998-2003 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2003 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Краснова республика прокуратурин тытӑмне ӗҫе илнӗ. Малтан вӑл Етӗрне районӗнче прокурор пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Кайран тӗпчевҫӗ, аслӑ тӗпчевҫӗ пулнӑ. Шупашкарти Калинин районӗн прокуратуринче прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫинче, республика прокуратуринче уголовлӑ-процессуаллӑ тата оперативлӑ шырав енӗпе надзор пайӗнче прокурорта, Шупашкарти Ленин районӗнче прокурор ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. 2010 ҫулхи нарӑсранпа Вӑрмар районӗн прокурорӗнче тимленӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Чӑваш Енри шкулсем пӗлӗве объективлӑ хакламан. Вӗсен списокне Вӗренӳ пахалӑхне хаклакан федераци институчӗн сайтӗнче пичетленӗ. Тӗрӗслев пахалӑхне Рособрнадзор пӗтӗмлетнӗ.
Тӳрех палӑртар: список вӑрӑм. Унта Чӑваш Енри шкулсем ҫеҫ мар, Раҫҫейри 3 пине яхӑн вӗренӳ учрежденийӗ пур. Пирӗн тӑрӑхрисенчен ҫакӑнта 21 шкул ҫакланнӑ.
Хулари шкулсенчен унта пӗр вӗренӳ учрежденийӗ кӑна. Вӑл — Шупашкарти 24-мӗш вӑтам шкул. Ыттисем — районсенчисем. Элӗк районӗнчен Чӑваш Сурӑм, Елчӗк районӗнчен Кивӗ Эйпеҫ, Ҫӗмӗрле районӗнчен Кӗҫӗн Тӑван, Комсомольски районӗнчен Анат Тимӗрчкасси, Вӑрнар районӗнчен Малти Ишек шкулӗсем лекнӗ. Унсӑр пуҫне — Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Патӑрьел, Шупашкар, Етӗрне районӗнсенчи икшер, Вӑрмар районӗнчи пилӗк шкул.
2008 ҫулта Пекинра иртнӗ Олимп вӑййисенче Татьяна Архипова чӑрмавлӑ 3 пин метра чупса финиша тӑваттӑмӗш ҫитнӗ. Ун чухне чӑваш спортсменки кӑшт кӑна медаль илеймен.
Пӑхӑр медаль ун патне 10 ҫултан таврӑннӑ. Антидопинг комитечӗ Екатерина Волковӑна тӗрӗсленӗ те юраман препарат ӑша янине тупса палӑртнӑ. Ҫапла майпа Пӗтӗм тӗнчери Олимп комитечӗ унӑн пӑхӑр медальне туртса илнӗ. Палӑртмалла: вӑл ҫав ӑмӑртура виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Медале вара пирӗн спортсменкӑна, Вӑрмар районӗн хӗрне, Татьяна Архиповӑна панӑ.
Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ЧР Культура министерстви хушу алӑ пусса Трактор тӑвакансен культура ҫурчӗн директорне ҫирӗплетнӗ. Ҫак пукана Сергей Кузнецов йышӑннӑ. Коллектива унпа тепӗр кунхинех паллаштарнӑ.
Палӑртмалла: 2016 ҫулхи кӗркунне культура ҫурчӗн унчченхи директорне Наталья Фошинӑна ӗҫрен кӑларса янӑ. Кун хыҫҫӑн ку тилхепене эстрада юрӑҫи Светлана Яковлева тытса пынӑ. Унтан ҫулталӑка яхӑн Сергей Кузнецов вӑхӑтлӑх ертсе пынӑ.
Сергей Кузнецов Вӑрмар районӗнче ҫуралса ӳснӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ пӗтернӗ. Вӑл Ҫамрӑксен театрӗн директорӗн тивӗҫне темиҫе ҫул пурнӑҫланӑ.
«Чӑвашавтотранс» предприяти утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен тытӑнса хӑш-пӗр муниципалитетра пассажирсене турттарма пӑрахӗ. Предприятин транспорчӗ Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Куславкка, Ҫӗмӗрле хулисенче ҫӳремӗ.
Район-хулара пассажирсене турттарассипе муниципалитет саккасҫӑ шутланать. Хальхи вӑхӑтра пилӗк муниципалитетра ҫӗнӗ перевозчиксене кӗске вӑхӑтлӑх свидетельствӑсем парассипе ӗҫлеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет. «Чӑвашавтотранс» предприяти вырӑнне хӑш-пӗр районта пассажирсене уйрӑм ҫынсем халех турттараҫҫӗ. Ведомствӑра хыпарланӑ тӑрӑх, ҫавӑн пек тӗслӗх Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне районӗсенче пур. Перевозчика ылмаштарнӑшӑн пассажирсем шар курмасса шанаҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енре каллех вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Ҫавна пула хӑш-пӗр ҫӗрте машинӑсем шар курнӑ, ҫуртсен ҫивиттине сирсе кайнӑ. Ҫил ҫеккунтра 20 метртан кая мар хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Вӑйлӑ ҫил Улатӑр хулипе Улатӑр районӗнче уйрӑмах алхаснӑ.
Улатӑрта йывӑҫсем ӳкнипе уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсенче ҫутӑ сӳнсе ларнӑ. Автомобильсем шар курнӑ, нумай хваттерлӗ 8 ҫурт ҫивиттине сӳнӗ. Ахматово, Алтышево, Чуварлей ялӗсенче пилӗк пӳрт ҫивиттине илсе кайнӑ. Чӑвашэнерго бригадисем асӑннӑ тӑрӑхра ҫине тӑрса ӗҫленине пӗлтереҫҫӗ.
Вӑрнар, Комсомольски тата Елчӗк районӗсенчи ҫичӗ ялта та ҫутӑсӑр юлнӑ. Вӑрмар районӗнче трансформаци подстанцийӗ шар курнӑ.
Ҫил алхаснӑ районсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе ыран ирпе 8 сехетре видеоконференци ҫыхӑнӑвӗ мелӗпе канашлв ирттересшӗн.
Халӑх фрончӗн хастарӗсем Етӗрне, Ҫӗмӗрле Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Канаш, Элӗк районӗсенчи 10 ФАПа тӗрӗсленӗ. Хастарсем палӑртнӑ тӑрӑх, медицина учрежденийӗсенче хатӗр-хӗтӗр, сӗтел-пукан кивелнӗ, ҫӗнӗ ФАПсенче ҫеҫ йӗркеллӗ вӗсем.
Федьдшерсен кирлӗ мӗнпур япала ҫук. Тӗслӗхрен, юнри сахӑр шайне виҫмелли хатӗр. Ҫав вӑхӑтрах кӑткӑс медицина манипуляцийӗ ирттермелли аппаратсем пур, вӗсемпе вара тухтӑрсем ҫеҫ усӑ кураяҫҫӗ.
Чылай ФАПра тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен ӗҫ укҫи чи пӗчӗк виҫепе танлашать. Чылай ҫӗрте тӗплӗ юсав кирлӗ. Нумайӑшӗнче шыв, канализаци, ӑшӑ ҫук.
Тӗрӗсленӗ пур ФАПра та тӗнче тетелӗ, компьютер ҫук, ҫавӑнпа фельдшерсен документацие хатӗрлеме район пульницине кайма тивет.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн хастарсем ку ыйтӑва ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин ӗҫченӗсемпе сӳтсе явнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |